dcsimg

Мулкач ( Chuvash )

provided by wikipedia emerging languages
 src=
Мулкач

Мулкач (Куян) — курăк çиекен, кăшлакан, чĕчĕ ĕмсе сĕт ĕçсе ӳсекен чĕрчун. Мулкачсем шутне Lepus, Pronolagus тата Caprolagus ăрачĕсем тата килте усракан кроликсем кĕреççĕ. Мулкач (вăрман мулкачĕ) 50 сантиметртан вăрăмрах пулать. Хăлхи 9-11 сантиметр тăршшĕ. Йывăрăшĕ 4 килограма яхăн. Вăрман мулкачĕн хăлхи хир мулкачĕн (карсакăн) хăлхипе танлаштарсан кăштах кĕскерех, ура лаппи вара сарлакарах. Ку мулкач вăрманта пурăнма юратать, анчах та сĕм вăрмансенче курăнмасть. Унăн рационĕнче 60 тĕслĕ ÿсен-тăран. Кăмпа та юратса çиет. Апат шырама каçхине тухать. Ирпе ирех те ăна апатра курма пулать. Кăнтăрла вăл канать% çулла уçă вырăнта - пĕр-пĕр хÿтлĕх хыçĕнче, хĕлле юр айĕнче. Куçĕ лайăхах курмасть, анчах та хăлхи питĕ лайăх илтет. Çулталăкра 1 е 2 хут çăвăрлать. 3-5 çура пулать пуслăхра. Пĕр эрнери мулкач çури курăк çиме тытăнать. Икĕ эрнери çурасене амăшĕ ĕмĕртме пăрахать. Малалла çурасем хăйсем тĕллĕнех пурăнаççĕ. Мулкачсене тилĕсемпе çÿлевĕçсем тапăнаççĕ. Тăманасем те канăç памаççĕ. Çынсем те вĕсене тытсах тăраççĕ. Мулкачсен хисепĕ 10 пине яхăн шутланать.

Çемйин тĕсĕсем

Çаплах пăхăр

license
cc-by-sa-3.0
copyright
Wikipedia authors and editors

Мулкач: Brief Summary ( Chuvash )

provided by wikipedia emerging languages
 src= Мулкач